Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑваш чӗлхи

Культура

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Вӑл уйӑхра пӗр хутчен пуҫтарӑнать. Ҫак уйӑхӑн 14-мӗшӗнче «Йӑкӑнат авланать» сборника сӳтсе явнӑччӗ.

Черетлӗ лару юпа уйӑхӗнче иртӗ. Унта Ангелина Павловскаян «Атте сасси» кӗнекине сӳтсе явма йышӑннӑ. Клуб хастарӗсенчен пӗри, Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Австрийская, издательство сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «унччен авторӑн вӗр ҫӗнӗ кӑларӑмӗпе паллашма ӗлкӗрмелле».

Аса илтерер: ҫӗнӗ кӑларӑма кӑҫалхи ҫулла 1000 экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, романӑн тӗп сӑнарӗ тӑван Славаш ялне таврӑнать. Унта ӑна юхӑннӑ «Ударник» колхоз, хытхура айне пулне хирсем, хупӑннӑ фермӑсемпе машинӑпа трактор паркӗ кӗтсе илнӗ. Ҫемьеленсен арҫын Мускава ӗҫлеме ҫӳреме тытӑнать, арӑмӗ — тавар патне Сургута...

 

Сумлӑ сӑмах Политика

Ӗнер Вӑрнара кайса килмелле пулчӗ те килте кунӗпех пулмарӑм. Таврӑннӑ чухне почта ешчӗкӗнче пӗр купа суйлав материалӗсем асӑрхарӑм. Килелле сӗтӗрсе кӗтӗм те пӑха пуҫларӑм хайхи. Пӑхап-пӑхап… чӑвашла ҫырни пӗрре те курӑнмасть. Пурте хӑйсене вырӑсла рекламӑлаҫҫӗ. Э ҫук… пур пӗр кӗтесре. Пӗр пулас депутатӑн хаҫачӗ ҫине ҫеҫ, пуҫелӗк тӑррине, икӗ сӑмах чӑвашла ҫырса хунӑ. Ну тата ӗнтӗ чӑваш тӗррисемпе илемлетсе пӗтернӗ. Капла тусан вырӑслансах пӗтмен чӑвашӗсем уншӑн ытларах сасӑлӗҫ тесе шутланӑ пуль ӗнтӗ. Сӑмах май, чӑваш чӗлхипе суйлавра усӑ курас тӗлӗшпе шӑп вӗсен партийӗ ытларах тӑрӑшать те ӗнтӗ.

Хаҫатсене пӑхса пӗтернӗ хыҫҫӑн тепӗр хут татки сиксе тухрӗ — иккен кӑҫал пирӗн суйлав участокӗ урӑх вырӑна куҫать — текех уй урлӑ юнашарти яла каҫма тивмӗ... Анчах теме пула ӑна вырӑсла кӑна ҫырса хатӗрленӗ. Хула ҫывӑхӗнчи ялсенче чӑвашсем вилсе пӗтнӗ тенӗ пуль-и ӗнтӗ... Чӑтаймарӑм, вырӑнти суйлав комиссине шӑнкӑравларӑм.

Чи малтанах ман шӑнкӑрава кӑмӑлпа кӗтсе илчӗҫ. Сассинчен паллӑ — вырӑнти комиссире хӗрсе кайса ӗҫ пырать, ахаль ларманни тӳрех палӑрчӗ.

Малалла...

 

Тӗнче тетелӗ

Ксения Кошелева иллюстратор видеосем вырнаҫтармалли YouTube порталта чӑвашла канал уҫнӑ, ӑна «Чувишенка» ят панӑ. Ӗнер унта пӗрремӗш чӑвашла видео кун ҫути курнӑ.

Ксения Кошелева Инстаграм халӑх тетелӗнче чӑвашла ҫырнипе паллӑ. Унта та ун страници «Чувишенка» ятлӑ. Хӑйӗн страницинче вӑл чӑваш тумӗллӗ ӳкерчӗксем вырнаҫтарать, чӑвашла ҫырать. Ксения Йӗпреҫ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра ӗҫлет.

Хӑйӗн пӗрремӗш видеоне вӑл вырӑсла ҫумтитрсем хушса чӑвашла вырнаҫтарнӑ. Унта вӑл кӗскен каналта мӗн пуласси пирки тата хӑш-пӗр ыйтусем ҫине хуравланӑ.

Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра ун каналӗ ҫине 136 ҫын ҫырӑннӑччӗ, пӗрремӗш видеона 700 хут патнелле пӑхнӑччӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Раҫҫейри «Магнит» суту-илӳ сетӗн лавккисенче чӑваш чӗлхи курӑнма пуҫланӑ. Кун пирки «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ пӗлтерет.

«Темиҫе уйӑх каялла «Магнитран» шӑнкӑравларӗҫ. Ку туянакан патне суйламасӑр тунӑ йышши шӑнкӑрав пулчӗ. «Магнитра» мӗн килӗшнипе мӗн килӗшменни ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн пулчӗҫ. Ҫур сехет таранах калаҫма тиврӗ. Килӗшменнисен шутӗнче пӗр япала — икчӗлхелӗх ҫукки — ҫинчен каларӑм. Ман хуравпа шӑнкӑравлакан хӗрача питӗ кӑсӑкланса кайрӗ… Паян вара ҫӗнетнӗ «Магнитра» чӑваш чӗлхи курӑнса кайрӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ «Хавал» ушкӑнра.

«Пулса иртнӗ калаҫу, тен, пӗлтерӗшлех те пулман пулӗ», — тенӗ ушкӑн хыпарӗнче, — «анчах та вӑл ҫак ӗҫе пурнӑҫлама хӑйне евӗрлӗ хистев пек витӗм кӳме пултарнӑ», — тесе ӑнлантарнӑ, лавккасен ӗҫӗн хаклавне хутшӑнма ӳркенмелле марри пирки пӗлтернӗ.

Аса илтеретпӗр, унччен малтан хӑш-пӗр лавккасенче чӑваш чӗлхипе «Пятерочка» усӑ курнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-12972450_16138
 

Чӑваш чӗлхи
fs01.cap.ru сайтран илнӗ скриншот
fs01.cap.ru сайтран илнӗ скриншот

Чӗмпӗрте чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑка тума нимелле укҫа пухнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ пуҫарӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев та ырласа йышӑннӑччӗ. Ырланӑ кӑна та марччӗ, вӑл хӑйӗн шалӑвӗн пӗр пайне уйӑрнӑччӗ

Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑк тума хальлӗхе 233 пин тенкӗ пухӑннӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, нимене К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн коллективӗ те хутшӑннӑ. Унта ӗҫлекенсем 5 пин тенкӗ пухса панӑ.

Чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑка тума пулӑшас текенсем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене ҫак телефон номерӗпе 8 (8422) 73-75-82 уҫӑмлатма пултараҫҫӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Ҫурла уйӑхӗ вӗҫленнӗрен Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ иртнӗ уйӑхри ӗҫе пӗтӗмлетме пултарать. Ку хутӗнче пирӗн ӗҫ ҫӑмӑл пулмарӗ, ҫавна май уйӑх хушшинче 35 пин те 407 ҫӗнӗ мӑшӑр ҫеҫ тума пултартӑмӑр. Ҫапла май чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрсен йышӗ 944 пин те 925-е ҫитрӗ.

Иртнӗ уйӑхра текстсен тӗрӗслевӗ чиперех пулса пычӗ пулсан, вӗсене мӑшӑрласси вара йывӑрлӑхсемпе тӗл пулчӗ. Рафаэлло Джованьолин «Спартакне», сӑмахран, мӑшӑрлама питӗ йывӑр. Тӗнче тетелӗнче тӗл пулакан вырӑсла текстсем чӑвашлипе тӳр килмеҫҫӗ, ҫавна май вӗсен пуплевӗшӗсене мӑшӑрлас тесен самай пуҫ ватма тивет. Унччен ҫавнашкалли Виктор Гюгон «Тӑхӑрвунвиҫҫӗмӗш ҫулӗпе» пулсаччӗ: ку чӑвашла кӗскетнӗ варианта куҫарнипе ҫыхӑннӑччӗ. Жюль Вернӑн «Вунпилӗк ҫулхи капитанӗпе» те ҫавнашкал йывӑрлӑх тухсаччӗ. Анчах кунта сӑлтавӗ урӑххиччӗ: тӗнче тетелӗнче урӑх ҫын куҫарӑвӗ ытларах тӗл пулатчӗ. Ун чухне тепӗр куҫарӑва тупнӑ хыҫҫӑн мӑшӑрлану йӗркеленсе кайнӑччӗ.

Ҫавӑн пекех Сидор Ковпакӑн «Путивльрен Карпата ҫитиччен» повеҫне мӑшӑрлама йывӑр пулчӗ — кунта ӗнтӗ Илле Тукташ куҫарӑвӗ пирӗн ӗҫе кӑткӑслатрӗ. Вӑл вырӑсла вӑрӑм пуплевӗшсене пӗчӗкреххисем ҫине пайласа куҫарнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/a/statistic
 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Хӗрӗх чалӑш ҫӳллӗ ту,

Хӑпарассӑн туйӑнмасть, —

юрлаҫҫӗ юрӑра.

Чӑваш мифологинче Кав тӑвӗ, Ылтӑнту тени тӗл пулать. Улӑпа ҫӳлти турӑ Танкӑр Арамаҫи тӑвӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнине калани те пур. Арамаҫи тухӑҫра хӑлахсен мифологинче паллӑ ту, авалхи эрменсен ӗненӗвӗнче унта турӑсем пурӑннӑ, тенӗ, урӑхларах каласан, вӑл эрменсен Олимпӗ шутланнӑ, ахӑртнех, авалхи чӑвашсемшӗн те ҫав пӗлтерӗшпех ҫӳренӗ пуль.

Сарту, Шурту, Улату, Йӗкӗрту час-часах тӗл пулать чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче. Шукӑльту тени те пур, ку, ахӑртнех, Жигули тӑвӗсене пӗлтернӗ пулас. Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче Чикмерен анатарахри ҫӳллӗ сӑртсене Ар-Сӗнтер тенӗ, «Ар-Сӗнтӗрпеле Улатимӗр тӑвӗ ҫинче хула пулнӑ,— тени пур Ашмарин словарӗнче. — Ар-Сӗнтӗр ту ҫинче тутар ӗмпӳ пулнӑ, Улатимӗр тӑвӗ ҫинче — чуаш ӗмпӳ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене хатӗрлесе пынӑ май вӗсен йышӗ 1 миллион патнелле ҫитсе пырать те ӗнтӗ. Ҫак ӗҫе тунӑ май лаборатори чӑваш чӗлхине ытти куҫару сервисӗсене те хушас тӗллевпе ӗҫлет. Яндекс.Тӑлмачра чӑваш чӗлхи пӗлтӗр хушӑнчӗ. Ҫавӑн пекех тӗллевре Микрософрӑн сервисне, Google.Translate-а тата ыттисене хушасси.

Google.Translate сервисра чӑваш чӗлхи хушӑнтӑр тесен кӑшт хамӑрӑн та, чӑвашсен, тӳпене хывмалла. Ҫак сервисӑн сообществинче чӑваш чӗлхи пур ӗнтӗ. Пирӗн хамӑр чӗлхе питӗ кирлине кӑтартса парас пулать: пуплевӗшсемпе сӑмах майлашӑвӗсене куҫарса пулӑшмалла, ыттисем куҫарнине тӗрӗслесе памалла. Хальхи вӑхӑтра пирӗн чӗлхен индексӗ 1400-пе танлашать. 1000 пуплевӗш тӗрӗсленӗ, тата 400 пуплевӗш куҫарнӑ. Танлаштарма: пушкӑрт чӗлхи валли ку виҫе 1700-пе танлашать (1400 тӗрӗсленӗ, 300 куҫарнӑ), тутар чӗлхи валли — 7300 (тӗрӗсленӗ 6800, куҫарнӑ 700). Ҫавӑн пекех Google.Translate сообществинче якут чӗлхи пур. Пирӗн чӗлхене кунта кӗртни ҫавах та Google-та унпа кӑсӑкланнине, унӑн Google.Translate-а лекес шанчӑк пуррине пӗлтерет. Ҫавна май эсир те ҫак ӗҫре пулӑшсан аван пулӗччӗ.

Пулӑшас тесен питӗ ҫӑмӑл.

Малалла...

 

Тӗн

Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта Мускаври «Спас» телеканалӑн пултарулӑх ушкӑнӗ ӗҫленӗ.

Телекуравҫӑсем Введени кафедраллӑ соборӗнче пулнӑ. Унта чӑвашла литурги вуланине итленӗ. Литругие Сергий Сергеев ирттернӗ.

Савватий владыка тележурналистсене интервью панӑ. Библие чӑвашла куҫарни ҫинчен Ева Лисина каласа кӑтартнӑ.

Телкуравҫӑсем ытти вырӑнта та пулнӑ.

Каярах «Спас» телеканалта «Пилигрим» кӑларӑм эфира тухӗ.

 

Хулара

Шупашкар хулинче Сарпи ятлӑ ачана регистрациленӗ. Ӑна республикӑн тӗп хулин Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГСӗнче шута илнӗ.

Сарпи ятлӑ хӗрача Дениспа Илемпин ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Ҫамрӑк ҫемье йышӗ ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хушӑннӑ.

ЗАГС ӗҫченӗсене ҫамрӑк мӑшӑр пӗлтернӗ тӑрӑх, пепкен ятне арӑмӗпе упӑшки пӗрле канашласа татса панӑ. Ят хитре та янӑравлӑ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Тата ятне кура шӑпи тесе те калаҫҫӗ.

Сайра тӗл пулакан, чӑн чӑвашла ят хунӑ ҫемьери ачана ЗАГС ӗҫченӗсем ырлӑхпа-сывлӑх, ҫемьере килӗштерсе пурӑнма суннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, [33], 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, ... 158
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.06.2024 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере астăвăр: çын - машина мар, эппин, сывлăха нумай тимлĕх уйăрмалла. Суранланас е вăраха кайнă чирсем вăранас хăрушлăх пур. Çавăнпа ытлашши ĕçлемелле мар, анчах пуçлăха та кахаллăхпа тарăхтарма юрамасть. Унсăрăн планăрсем пурнăçланмĕç. Эрнен иккĕмĕш çурри вĕткеленÿре иртĕ.

Ҫӗртме, 26

1969
55
Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та